Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрманкас Пайкилт

Вӑрманкас Пайкилт — Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи ял.

Халӑх йышӗ, ял тытӑмӗ:
XX ӗмӗрӗн вӑтӑрмӗш-утмӑлмӗш ҫулӗсенче ҫак ял Ҫӗрпӳ районӗнчи чи пысӑк ялсенчен пӗри пулса тӑнӑ. Унта 134 кил-хуҫалӑх пулнӑ, 800 ҫын ытла пурӑннӑ.

Тавралӑхӗ:
Паянхи кун ял пуҫласа яраканӑн тата унӑн ывӑлӗсен ячӗпе чылай вырӑнсен ячӗсем сыхланса юлнӑ,Палли вар, Ҫенкке вар, Тимушка ҫаранӗ, Югур шырланӗ, Ентри ҫӑлӗ.

Ял тавралӑхӗнче улӑх-ҫарансем йышлӑ пулнӑ. Пӗтӗм районӗпе шута илсен, Вӑрманкас ялӗнче пуринчен те нумай утӑ ҫулса хатӗрленӗ.

Кун-ҫулӗ:
Вӑрманкас ялӗ XVIII ӗмӗрӗн ҫурринче пуҫланса кайнӑ. Яла пуҫласа яраканӗ Палли пулнӑ. Ҫавӑн пирки халь те таврари ҫынсем яла Вӑрманкас-Пайкилт теҫҫӗ. Палли хӑйӗн ывӑлӗпе Шенер ялӗнчен ҫӗнӗ ҫӗре куҫса пырса ҫак яла пуҫласа янӑ. Ялӗ Енӗш шывӗн ҫӳллӗ сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Вӑл хӑй вӑхӑтӗнче вӑрман ҫумӗнче пулнӑ. Ҫак вӑрман ҫинчен чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи Кузьма Чулкаҫ хӑйӗн юмахӗсенче ҫырса кӑтартнӑ.

1933 ҫулта «Красный Путиловец» колхоз йӗркеленнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗнче те, вӑрҫӑ хыҫҫӑн та ялта икӗ лаша вити, ӗне, сысна, сурӑх витисем, икӗ ҫил арманӗ, пӗр ҫӑм таптармалли ӗҫленӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче:
1941 ҫулта вӑрҫӑ тапрансан 90 ытла арҫына, 8 ӳссе ҫитнӗ хӗре вӑрҫа илсе кайнӑ. Вӗсенчен ҫурри ытла Тӑван ҫӗршывшӑн хӑйсен пуҫӗсене хунӑ.

Вӑрҫӑран таврӑннисен хушшинче орденсемпе тивӗҫтернӗ ҫын чылай.

Иванов М.И — «Слава» орденӗн 2 тата 3 степенӗсене,
Тимофеев Т.Т — «Слава» орденӗн 3 степенне тивӗҫнӗ.
К.В. Васильева 3 ордена тивӗҫнӗ,
Д.Т. Тимофеев — 2 орденпа, 14 ҫынна «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр» орденӗсемпе чысланӑ.

Паллӑ ҫынсем:
Тимофеев М.Т. — полковник, ҫар тухтӑрӗ, тӑватӑ орден кавалерӗ;
Григорьев Н.Г. — техника ӑслӑхӗсен кандидачӗ (малтан СССР вӑрман хуҫалӑх министерствин пуҫлӑхӗ пулнӑ);
Николаев В.Н. — 17 ҫул Чӑваш АССР Правительство пайташӗнче вӑй хунӑ;
Иван Вутлан — чӑвашсен паллӑ ҫыравҫи;
Григорьев А.Г., Федоров А.Ф., Прокопьев Г.П. — милици подполковникӗсем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

olya_art тӳрлетнӗ, информацие 2018-11-09 10:55:42 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1665 хут пӑхнӑ.Тип: Чӑваш Ен. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем